Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăха чи çывăх служба

 Шăматкун милицин участокри уполномоченнăйĕсен службине йĕркеленĕ куна паллă турăмăр. Çакна профилактика ĕçĕсене пурнăçлама милици участковăйĕсене анлăрах явăçтарас тĕллевпе тунă. Районти ку служба кăçал кăна 69 преступление уçса панă. Çакă уçса панă преступленисен 29,5 проценчĕ (республикăра _ 24,8). Пурĕ 2375 административлă протокол çырнă е пĕлтĕрхинчен 10 ытларах. Районти ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсем пур. Участковăйсем ял тăрăх пуçлăхĕсемпе пĕрле вĕсен ĕçне хастар хутшăнса ырах мар çемьесемпе, шутра тăракан çынсемпе, килте хатĕрленĕ эрех-сăра сутакансемпе, тирпей-илем кĕртессипе асăрхаттаруллă ĕç нумай тăваççĕ.

Халăхра ырă ят çĕнсе илес, ĕçре пысăк кăтартусем тăвас тесе Л.Ярушкин (Первомайски ял тăрăхĕ), М.Кудряшов (Турхан), В.Никитин (Пăлапуç Пашьелпе Ишлĕ), Р.Валитов (Ыхра Çырмипе Тăрăн) офицерсем вăй-халне те, вăхăтне те шеллемеççĕ тесен те тĕрĕс. Участокри уполномоченнăйсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пырассипе уйрăм начальникĕ А.Алексеев милици майорĕ пысăк опыт пухнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çỹлте асăннă сотрудниксем район пуçлăхĕн, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн хавхалантарăвне тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров "Милицин участокри уполномоченнăйсен службине тĕреклетмелли мерăсем çинчен" Указ кăларчĕ. Çакă пире хамăр ĕçе тата та яваплăрах тума хистĕ, хавхалантарĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2007
00:00
Поделиться