Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Университет тата унăн çыннисем

Чăваш Республикинче промышленность, ял хуçалăх аталанса пынă май аслă пĕлỹ илнĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ пулнă. 1958 çулта Шупашкар хулинче Горькири политехника институчĕн каçхи филалне уçнă. 1961 çулта вара унăн никĕсĕ çинче Мускаври энергетика институчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи филиалне йĕркелеççĕ. Шăпах ун никĕсĕпе усă курса 1967 çулта Чăваш патшалăх университечĕ уçăлать. Çав çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче университета чăваш халăхĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă И.Н. Ульянов ятне параççĕ. Паллах, малтанхи çулсенче аслă шкул пысăках пулман, 4 факультетран тăнă вăл: историпе филологи, пĕтĕмĕшле техника, промышленноçа электрификацилесси тата электротехника факультечĕсем. Кỹршĕ регионсенче ĕçлекен ученăйсем (Горький, Хусан) Шупашкара ĕçлеме куçса килнĕ. Çав шутра аслă шкулăн малтанхи ректорĕ, Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ С.Ф. Сайкин профессор та. Наци университетне йĕр-келеме гуманитари наукисен специалисчĕсем те кирлĕ пулнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен СССР Педагогика наукисен акдемийĕн член-корреспонденчĕ М.Я. Сироткин, С.П. Горский, В.Г. Егоров профессорсем, Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнчен И.Д. Кузнецов профессорсем тин çеç уçăлнă университета ĕçлеме куçаççĕ.

Шупашкарти промышленность тракторĕсем кăларакан завода тунă май 1973 çулта машиностроительнăй факультета уçаççĕ, 1978 çулта - строительство факультетне. 1981 çулта ректор пулма экономика наукисен докторне Патăрьел районĕнче çуралса ỹснĕ П.А. Сидоров профессора лартаççĕ. Аслă шкул çĕнĕ вăйпа аталанма пуçлать. 80-мĕш çулсенче университетри 9 факультетра 22 специальноçе 10 пине яхăн студент вĕреннĕ. Университет уçни республикăна Шупашкар ГЭСне, Çĕнĕ Шупашкарти химкомбината, трактор тăвакансен заводне уçма май парать. Строительство ĕçĕсем çĕнĕ вăйпа аталанса пыраççĕ.

Пурнăçри улшăнусем университет ĕçĕнче те çĕнĕлĕхсем кĕртме хистенĕ. 1990 çулта пĕрремĕш хут ректора ултă кандидатран сасăласа суйлаççĕ. Ертỹçĕ пулма Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре çуралса ỹснĕ Л.П. Кураков профессора çирĕплетеççĕ. Университет аталанăвĕнче чăннипех те çĕнĕ тапхăр пуçланать. Çĕнĕ факультетсем уçăлаççĕ: журналистика, географи, дизайнпа компьютер технологийĕсен, искусствăсен, истори, сиплев, педиатри, стоматологи, радиоэлектроникăпа электроника, право, управлени тата квалификацие ỹстерекен, управленипе психологи, физика-техника, филологи, чăваш филологийĕпе культури, экономикăпа менеджмент, юридика. Хальхи вăхăтра 25 факультетра 56 специальноçпа, 5 магистр программипе, 13 бакалавриат енĕпе аслă пĕлỹллĕ кадрсем хатĕрлеççĕ. 40 çул хушшинче кунтан 57 пин специалист вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă. Кафедрăсен шучĕ 143. Преподавательсеме сотрудниксен, студентсемпе аспирантсен хисепĕ 23 пинрен ытла. Раççей Федерацийĕн 56 регионĕн представителĕсем вĕренеççĕ Чăваш патшалăх унитверситетĕнче. Университет уçăлнă çул наука докторĕсем 6, наука кандидачĕсем 54 пулнă пулсан, паян наукăсен докторĕсем 110, наука кандидачĕсем - 500 ытла. Хăйне евĕр университет комплексĕн çĕнĕ моделĕ ĕçлет кунта. Улатăрпа Канаш хулисенче, Патăрьелĕнче филиалсем уçнă. 1994 çултанпа интернат-гимнази ĕçлет, ялсемпе хуласенчен килнĕ шкул ачисене университета кĕме хатĕрлеççĕ кунта. Республика районĕсенче 16 лицей тата лицей класĕсем уçнă. Занятисене университет профессорĕсемпе доценчĕсем ирттереççĕ. 1998 çултанпа преподавательсемпе студентсем Интернетпа тỹлевсĕр усă кураççĕ. Вулав залĕсенче 1,6 миллион экземпляр тĕрлĕ йышши изданисемпе паллашма пулать. Университет вĕренỹ кĕнекисем пичетлесе кăларас енĕпе Раççейри аслă шкулсем хушшинче вуннăмĕш вырăнта тăрать, çулсерен 400 яхăн ятпа çĕнĕ кĕнеке пичетленет типографире. Университет авторитечĕ ỹснĕ май кунта ытти çĕршывсенчен вĕренме килекенсен йышĕ те ỹсет. 1991 çулта чи пирвайхи ют çĕршывран килнĕ студентсен шучĕ 24 пулнă, халĕ вара 30 çĕршывран килнĕ 170 студент, стажерпа соискатель тĕнче шайне тивĕçтерекен пĕлỹ илет. Наука та вăйлă аталанса пырать республикăн тĕп аслă шкулĕнче. 44 специальноçпа аспирантура, 16 специальноçпа докторантура ĕçлет, наука степеньлĕ преподавательсене хатĕрлет. Пурлăхпа техника, вĕрентỹпе лаборатори никĕсĕ çирĕпленни те куç умĕнчех. Хальхи вăхăтра университет 120 пин тăваткал метрлă 20 корпусра вырнаçнă. Паянхи университет ячĕ ытти енĕпе те сумлă. Социаллă хỹтлĕх ыйтăвĕсене кунта тивĕçлипе татса параççĕ. Студентсем 8 общежитире пурăнаççĕ, вĕсем вали 3000 ытла вырăн. Юлашки çулсенче 200 яхăн преподаватель тỹлев-сĕр е йỹнĕ хакпа хваттерлĕ пулса тăчĕç. Вăрçă ветеранĕсемпе тылра ĕçленисем уйăхсерен ĕç укçи çумне 2 пин тенкĕ хушма укçа илеççĕ. Сывлăх центрĕпе профилакторире тỹлевсĕр сипленме май пур. Юлашки пилĕк çул хушшинче 2500 студент тỹлевсĕр путевкăсемпе Мускав, Санкт-Петербург, Владимир, Суздаль, Хусан хулисене экскурсие кайса курнă. Юлашки вăхăтра университет чылай наградăсене тивĕçрĕ. Кăçалхи сентябрьте кăна-ха "Европа пахалăхĕ" пĕтĕм тĕнчери наградăна вĕренỹ тата наука ĕçне паха туса пынăшĕн Англири Оксфорд университетĕнче панă. Аслă шкул ректорĕ Л.П. Кураков академик Оксфорд университечĕн Виктория королева ячĕллĕ ылтăн медальне тивĕçрĕ. Патăрьел тăрăхĕ хăйĕн ентешĕпе тата вăл ертсе пыракан университетпа тивĕçлипех мухтанма пултарать. Университетра Л.П. Кураков 1968 çултан пуçласа тĕрлĕ должноçсенче ĕçлет: ассистент, аслă преподаватель, доцент, кафедра ертỹçи, декан çумĕ, экономика факультечĕн деканĕ. 1990 çултанпа _ университет ректорĕ. 700 ытла наука ĕçĕ пичетлесе кăларчĕ, çав шутра 130 монографи, учебниксемпе вĕренỹ пособийĕсем, словарьсемпе справочниксем. Ун кĕнекисем акăлчан, нимĕç, араб чĕлхисемпе те пичетленеççĕ. Хисеп, "Меценат" орденĕсен кавалерĕ, Раççей Федерацийĕн наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисен, Елчĕк, Патăрьел районĕсен хисеплĕ гражданинĕ Лев Пантелеймонович пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ирттерет, ăна вăл нихçан та сутмасть, пăрахмасть. Тăван ялне юратать, тăван районне хисеплет, мĕн май пур таран ентешсене пулăшса пыма тăрăшать. Патшалăхăн тĕрлĕ пысăк должноçĕсенче те вăл чылай вăй хучĕ, халăха кирлĕ чылай ĕç турĕ, халĕ те тăвать. 1992-94 çулсенче Чăваш Республикин наукăсен академийĕн президенчĕ, 1993 çулта ăна Раççейĕн Федераци Канашне суйлаççĕ. Çĕр-шыв шайĕпе патшалăх ыйтăвĕсене чылай татса пама пултарать вăл. Республика Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин вице-президенчĕ, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулнă çулсенче те çанă тавăрса ĕçлерĕ Л.П. Кураков. Халĕ те вăл общество ĕçĕнчен пĕртте пăрăнмасть, çĕр-шыв пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусем татăлнă вăхăтра каллех хăйĕн çине пысăк яваплăха илчĕ. "Единая Россия" партин шаннă çынни пулнă май кашни кун суйлавçăсемпе тĕл пулать, Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсем тытса пыракан политикăна халăха ăнлантарса парать. Çавăн пек вĕсем, Патăрьел тăрăхĕнчи чăн-чăн паттăр çынсем. Таланчĕсем те пысăк вĕсен, тавракурăмĕ те анлă, ячĕ-сумĕ те пур, çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн хăйсен явпаплăхне туйса-ăнланса пурăнаççĕ, çав пуласлăхшăн ырми-канми ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 ноября 2007
00:00
Поделиться