Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хушма хуçалăх _ хушма тупăш

 "Чăваш Республикинче 2006-2010 çулсенче агропромышленность комплексне аталантарасси" республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, районти ялсенче хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илекенсем йышлансах пыраççĕ. Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнче, сăмахран, кăçалхи тăхăр уйăхра патшалăхран çемье бюджетне тĕреклетме пулăшакан çăмăллатнă кредита вунă хуçалăх 1 миллион та 925 пин тенкĕлĕх илнĕ. Ку тĕлĕшпе банк валли документ-сем хатĕрлекенсем татах та пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 ноября 2007
00:00
Поделиться