Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ

  Ноябрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 16-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Н.Глухов, район администрацийĕн структура подразделенийĕн руководителĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăннă. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ М.Петров ертсе пынă.

Депутатсен ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри _ 2008 çул валли бюджета, район гимне йышăнасси.

Кунтах 2008 çул валли çĕршĕн аренда тỹлевĕн база ставкине çирĕплетнĕ, 2008 çул валли районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн прогнозне, Патăрьел районĕн муниципаллă пурлăхĕпе усă курасси çинчен калакан положенине çирĕплетнĕ, хисеплĕ ят илме тăратмалли условине пăхса тухнă тата ытти те.

Депутатсем сỹтсе явнă мĕн пур ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем кăларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 ноября 2007
00:00
Поделиться