Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

130 пин тенкĕне _ чиркỹ валли

 Пирĕн района "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес, ял хуçалăх производствине аталантарас тĕлĕшпе эффективлă ĕçленĕшĕн, производствăпа экономика кăтартăвне лайăхлатнăшăн 130 пин тенкĕ хавхалантару укçи панă. Сахалах мар сумлă "кĕмĕл" сертификатне районти ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсемпе директорсен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, район пуçлăхĕ Н.Глухов сăваплă ĕçе малалла тăсма Турă амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тумашкăн кăнтăр округĕн Благочиннăйне Анатолий протоиерея панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 ноября 2007
00:00
Поделиться