Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел тăрăхĕнчи тĕлпулусем

 Патăрьел районĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ 40 çул тултарнине халалланă тĕл пулусем иртрĕç. 60 çынна яхăн йышран тăракан делегацие аслă шкул ректорĕ Л.П. Кураков академик ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕ Н.И. Глухов, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А. Николаев университетран килнĕ хăнасемпе пĕрле пулчĕç. Аслă шкул ĕçченĕсем яланхи пекех пушă алăпа килмен. Врачсем, спортменсем, сцена ăстисем, преподавательсемпе ăсчахсем район çыннисем валли чăн-чăн уяв туса пачĕç.

Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтĕнче тăрăшакан профессорсемпе доцентсем Аслă Арапуçĕнче чирлĕ çынсене йышăнчĕç. Куршĕ ялсенчен килнĕ 200 яхăн çын пысăк квалификациллĕ канаш илме пултарчĕ. Медицинăн тĕрлĕ специалисчĕсемпе пĕрле чирлисемпе педиатри факультечĕн деканĕ Э.В. Бушуева профессор тĕл пулчĕ.

Кăнтăрла иртсен Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Университет студенчĕсемпе район спортсменĕсем шахмат, кире пуканĕ йăтас, армреслинг тата волейбол енĕпе вăй виçрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсене кунта йĕркелени ахальтен мар. Патăрьел тăрăхĕнче республикăпа çĕр-шывра кăна мар, тĕнчипе палăрнă атлетсем те пур. Нумаях пулмасть-ха, акă, çак районта çуралнă Ирина Калентьева маунтинбайк енĕпе тĕнче чемпионки пулса тăчĕ. Халĕ вăл çине тăрсах Пекинри олимпиадăна хатĕрленет. Сăмах май, Ирина университетри физкультурăпа спорт кафедринче ĕçлет. Е тата тепĕр тĕслĕхе те аса илчĕç шкулти ăмăртусене уçнă вăхăтра. Университетри журналистика факультечĕн студентки, тĕнче класлă спорт мастерĕ Ирина Юманова хăвăрт утас енĕпе Словакире ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медаль, Англире пулнă ăмăртура Европа кубокне тата ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Ирина çитес çул Шупашкарта иртекен тĕнче Кубокне хатĕрленет. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем Патăрьел районĕнче татах та нумай. Университет командинче те ку тăрăхра çуралса ỹснĕ спортменсем чылай пулчĕç. Çавăнпа та шкулта ирттернĕ ăмăртусенче район команди иккĕмĕш вырăна тухнишĕн кăмăлсăр юлакан пулмарĕ. Ун пек ырă меро-приятисенче яланхи пекех туслăх çĕнтерчĕ.

Каçхине район центрĕн Культура керменне халăх лăк тулчĕ. Район пуçлăхĕ Н.И. Глухов, университет ректорĕ Л.П. Кураков, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутата суйлама тăратнă кандидат "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен ертỹçи М.В. Петров суйлавçăсемпе тĕл пулчĕç. Николай Иванович юлашки вăхăтри ырă улшăнусем, малашлăх çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Район аталанăвне Чăваш патшалăх университечĕ çав тери пысăк тỹпе хывнине те палăртрĕ вăл. Ун шухăшĕсене Лев Пантелеймонович малалла тăсрĕ. Тĕп аслă шкул ку таранччен аван аталанса пыни куçкĕрет, анчах та пирĕн умра татах та пысăкрах задачăсем, терĕ вăл. "Вĕрентỹ" наци проектне тивĕçлипе пурнăçа кĕртессипе пирĕн тата тăрăшарах ĕçлемелле, Раççей Президенчĕ В.В. Путин, "Единая Россия" парти, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров палăртнă ĕçсем пĕтĕмпех халăхăн социаллă-экономикăллă ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă. Çĕр-шыв СССРăн тулашри парăмĕсене татрĕ. Ылтăн-валюта резервĕ тĕнчипе виççĕмĕш вырăна çитрĕ, Стабилизации фончĕ те ỹсет. Экономика вăй илсе аталанать, культура, наука, вĕрентỹ ыйтăвĕсем çине ытларах тимлĕх уйăра пуçларĕç. Кăмăл-сипет, воспитани ыйтăвĕсем те çивĕч халлĕхе, çамрăксемпе ытларах тимлемелле, вĕсене тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăма пулăшмалла. Çĕр-шывăн территори пайланманлăхне, политика тытăмне çирĕплетме, ВВПна икĕ хут ỹстерме пирĕн майсем лайăхланчĕç. Вăтам ĕç укçи, пенси ỹсет, социаллă сферăра ытти ырă енсем те пур.

Обществăн политика йĕркеленĕвĕнче тата экономикăра ỹсĕмсем чылай. Республикăна инвестицисем чылай килни унăн авторитечĕ ỹснипе тачă çыхăннă. Ку таранччен пурнăçа кĕнĕ ырă улшăнусене урăх вăйсене чарса лартма памалла мар, малалла та аталантарса пымалла. Раççей аталанăвĕн пысăк хăвăртлăхне упраса хăварма пултаракан пĕртен-пĕр парти вăл _ "Единая Россия" тата наци лидерĕ В.В. Путин Президент. Çĕршыв ертỹçи Раççей хăватне ỹстерессишĕн питĕ нумай ĕç турĕ. Халĕ те В.В. Путин Президент хăйĕн çине тата ытларах яваплăх йышăнчĕ, "Единая Россия" партипе пĕр пулса пурнăç тăнăçлă-хĕшĕн, кашни гражданин телейĕшĕн тăрăшать вăл. В.В. Путина Чăваш Республикин Президенчĕпе Н.В. Федоровпа малашне те пĕр командăра ĕçлеме пирĕн, суйлавçăсен, малашне те майсем туса памалла, декабрĕн 2-мĕшĕнче тĕрĕс йышăну тумалла, терĕ Л.П. Кураков академик хăйĕн сăмахĕнче.

Пухăннисене Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, Станиславпа Верония Толстовсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Патăрьел районĕнчи университет кунĕ пуриншĕн те асра юлмалли самантсемпе палăрчĕ, чăн-чăн культура, спорт, ăслăхпа вĕренỹ уявĕ пулса тăчĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2007
00:00
Поделиться