Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ

 

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул район пуçлăхĕн хушăвĕсемпе иртекен мероприятисене çỹллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшать. Ку хутĕнче те ачасене хăрушсăрлăхран (месячник безопасности детей) сыхлас уйăхлăх йĕркелерĕмĕр. План туса çирĕплетрĕмĕр. Класс сехетĕнче хăрушлăх тухса тăрсан вĕсене мĕнле сирсе ямалли çинчен калаçусем ирттерчĕç. Классем хушшинче тĕрлĕ енлĕ конкурс, викторинăсем, диктант-сочиненисем çырчĕç. "Эпир хăрушсăрлăх тĕн-чешĕн" (Мы за безопасный мир) ачасен ỹкерчĕкĕсен куравне йĕркелерĕмĕр, ăна А.Д.Софронов ертсе пычĕ.

Çавăн пекех районти пушар хуралĕнчи (ПУ-26), ВДПО инспекторĕсемпе Н.Селивановăпа, А.Андреевăпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ачасене вĕсем районта пушарпа инкек тỹснĕ пирки каласа пачĕç. Видеофильм кăтартса пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç, кăтартса пачĕç.

Уйăхлăхра ачасене вĕрентỹ тревоги туса ирттерни те усăллă. Пушар хуралĕнчи аслă инспектор Н.И.Назаров вĕрентỹпе кăмăллă юлчĕ, çитменлĕхсене тупса вĕрентсе каласа хăварчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2007
00:00
Поделиться