Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анлă планерка иртнĕ

 Ноябрĕн 12-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе пĕрлех предприяти, учреждени, организаци ертỹçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

Николай Иванович канашлăва хутшăннисене Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ Шупашкарта мĕнле иртнине пĕлтернĕ. Патăрьел районĕн делегацийĕ кунтан пысăк хавхаланупа таврăннă. Пирĕн район "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кăнтăр районĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Диплом илме тивĕçнĕ. Çак ятпа пирĕн района панă укçана ял хуçалăх предприятийĕсен директорĕсемпе председателĕсен Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче çĕкленекен Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕве малалла тунă çĕре янă.

Юлашки çулсенче районта ял хуçалăх отраслĕ пĕр тикĕс аталанса пыни кăмăллă. Уйрăм хуçалăхсем Раççейри чи лайăх çĕр предприяти шутне кĕни те çакнах çирĕплетет. Республикăра сахăр кăшманĕ, çĕр улми, пĕрчĕллĕ культура çитĕнтерес, туса илес тĕлĕшпе пирĕн районăн чи пысăк кăтарту. 2007 çулта районта ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи _ 4026 тенкĕ е 2006 çулпа танлаштарсан 194 процент ỹснĕ.

Район пуçлăхĕ Турхана Шупашкар_Чăваш Митрополичĕ _ Варнава килсе кайни пирки те пĕтĕмлетнĕ. Вăл тĕл пулура çамрăксене кирлĕ пек воспитани парас, тĕн йăли-йĕркине тытса пырас тата ытти ыйтусене те хускатнă.

Канашлура республика Президенчĕн Ялти культура учрежденисене аталантармалли Указа пурнаслассипе сỹтсе явнă, вăл паянхи кун мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Анлă планеркăра район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă. Вăл шутра районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ, хутмалли сезона ăнăçлă ирттересси, Раççей Патшалăх Думин суйлавне хатĕрленсе территори суйлав участокĕсенче пур енĕпе те çирĕп йĕрке тăвасси тата ытти те.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2007
00:00
Поделиться