Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Унăн ячĕ нихçан асран тухмĕ

Милици сотрудникĕсен ĕçĕпе çыхăннă кирек мĕнле мероприятире те ĕçтешсем хăйсенчен вăхăтсăр уйрăлнă юлташне ячĕпе хисеп туса ура çинче пĕр минут шăп тăраççĕ. Милици старшини, çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ Алексей Васильевич Портнов служба ĕçне пурнăçланă чухне ĕмĕрлĕхех куçне хупнăранпа октябрĕн 25-мĕшĕнче 20 çул çитрĕ.

Синкерлĕ те хăрушă ĕç "Чебоксары-Ульяновск" аслă çул çинче пулса иртнĕ. Ульяновск енчен груз турттаракан автомашина пысăк хăвăртлăхпа тата тỹрĕ мар килнине инспектор аякранах асăрханă. Старшина ăна чарăнма ыйтса жезлне тăратсан та вăл питĕ пысăк хăвăртлăхпа иртсе кайнă. Пуçтах хирĕç килекен автомашинăпа авари ан тутăр тесе инспектор милици машинипе иртсе кайса унăн çулне пỹлнĕ. Кабинăра виçĕ ỹсĕр арçын ларнă. Хăйпе паллаштарнă хыççăн вăл вĕсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ, кирлĕ хутсене илме районти шалти ĕçсен пайне пыма ыйтнă. Çакă килĕшмен те ỹсĕрсене. Вĕсем пурте милици работникĕ çине сиксе ỹкнĕ...

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви Алексей Васильевич Портновăн ятне ытти паттăрсемпе юнашар çырнă, районти шалти ĕçсен пайĕнче инспектора чысласа ятарлă стенд тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2007
00:00
Поделиться