Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тимлĕх те тĕслĕх те кирлĕ

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче тĕпрен илсен ашшĕ-амăшĕ, учительсем, воспитани парас тĕлĕшпе тимлекен ытти яваплă çынсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламанран ачасем тĕрĕс мар çул çине тăнă тĕслĕхсене пăхса тухса йышăну тунă. Ларăва комисси председателĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Комиссинче çул çитмен ачасемпе çыхăннă тĕрлĕрен ыйтăва сỹтсе явнă. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри: район центрĕнчи шкулта аслă класра вĕренекен хĕрачасем тантăшĕн çуралнă кунне паллă тунă. Аслисем пекех вĕсем çак ятпа эрех те кăларнă-мĕн. Çамрăк организма хăватлă шĕвек нумай кирлĕ-ши? Ун хыççăн ташă каçне кайнă. Çакăнта сăнанă та иккен çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор обществăлла вырăнта хăйсене урăхларах тытакан хĕрсене. Каярахпа вара вĕсен ячĕпе протокол çырнă. Тавлă та, шавлă та иртрĕ калаçу.

Çак тĕслĕх кашни ашшĕ-амăшнех, вĕрентекенех шухăшлаттармалла. Тĕрĕс тунă-и çамрăк хĕрачасем çуралнă куна эрех-сăрапа палăртса? Çук, паллах. Çавăнпа кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те çул çитмен ачасемшĕн, вĕренекенсемшĕн яваплă. Саккун умĕнче те чăн малтанах вĕсен явап тытма тивет. Çакна пурин те шута илмелле, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшмалла. Çак комисси ларăвĕнчех тепĕр тĕрлĕ ĕç те пăхса тухрĕç. Çакна каллех воспитани тĕлĕшĕпе аслисен çителĕксĕртерех ĕçлекен результачĕ тесе палăртрĕç. Именкассинчи икĕ тус (пĕри 9-мĕш, тепри 11-мĕш класра вĕренеççĕ) хăйсем тĕллĕн укçа туса унпа автомашина туянма шутланă. Çак тĕллевпе вĕсем виçĕ пушă çурта кĕрсе тĕслĕ металпа çыхăннă таварсене илсе тухса кайнă. Шкул ачисем ăна сутнă та йỹнĕ хакпа çăмăл автомашина туянса янă. Комиссинче çул çитмен ачасен хăтланăвĕшĕн каллех ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивнĕ.

Ача-пăчана çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратасси _ пысăк та яваплă ĕç. Çавăнпа çак ыйту никамшăн та ют пулмалла мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2007
00:00
Поделиться