Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Телейлĕ пултăр çул-йĕрĕр!

 Çул-йĕр çине тĕрлĕрен техникăпа тухаканăн та, çуран пуçтарăнаканăн та яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Ун пек чухне çеç инкек-синкек шучĕ чакĕ, никамăн куççулĕ те юхмĕ. Шел пулин те, кашни уйăхрах автоаварисем тупăнсах тăраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра та районти ГИБДД работникĕсем 30 хутчен авари пулнă вырăна тухса протокол çырнă, унăн ĕçне тĕпченĕ.

Районти ГИБДД ĕçченĕсем хушшинче çамрăкраххисем те, çул хыççăн çул хыçа хăварса аксакалсен шутне кĕнисем те пур. Акă, сăмахран, Ю.Портнов çак ĕçре вун пилĕк çул ытла вăй хурать. Чылай пĕлекен ăна кĕскен "Михалч" тесе хисеплет. Юрий Михайловичăн ĕç стажĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçланнă. Малтан вăл хăйĕн вăйĕпе чăтăмлăхне, пултарулăхне спорт шкулĕнче тĕрĕсленĕ, каярахпа водительте ĕçленĕ. Кăштах вăхăтран ăна шăпа ведомствăна пăхăнман хурала илсе çитернĕ. Йĕрке хуралĕн системинче вара Ю.Портнов хăйĕн вырăнне тупнă темелле.

Вун пилĕк çул ытла автоинспекторта ĕçленĕ май, вăл работниксем умĕнче те, ытти çынсем, водительсем хушшинче те хисеп çĕнсе илнĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Ванин ГИБДДăн кăтартуллă ĕçлекен инспекторĕсем пирки ыйтсан, чăн малтан унăн ятне асăнчĕ. Çакă, паллах, чыс та, хисеп те, малашне хавхаланса ĕçлемелли хăпартлану та.

Ю.Портнов 1995 çулта ĕçтешĕсенчен чăн малтан сăртлă-туллă Чечня çĕр-шывĕнче пыракан вăрçăра хăйĕн служба тивĕçне чыслăн пурнăçласа килнĕ. Виçĕ уйăх пулнă вăл унта. "Участник боевых действий" медалĕ ытти наградăсенчен чи хисепли тесе шутлать вăл.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2007
00:00
Поделиться