Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Преступлени тăвассине чакарассишĕн

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшỹллĕн районти шалти ĕçсен пайĕ преступлени тăвассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерессипе сахал мар тимлет. Çак тĕллевпех районта "2006-2008 çулсенче районта йĕркене пăсакансемпе профилактика тумалли комплекслă мерăсем" программăпа та ăнăçлă ĕçлетпĕр. Ку тĕлĕшпе халăх дружинисемпе çирĕп çыхăну. Хальхи вăхăтра районта 259 дружинник шутланса тăрать. Вĕсем милици сотрудникĕсемпе тăтăшах пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Кăçал 38 рейд йĕркеленĕ, вĕсенче йĕркене пăсакансене 130 административлă протокол çырнă.

Уйрăмах ятарлă тимлĕх кирлĕ çынсемпе ытларах, пайăрлăрах ĕçленĕрен иккĕмĕш хут преступлени тăвассине 12, ỹсĕрле преступлени тăвассине 70 процент, ĕçсĕррисем усал çул çине тăрассине 14 процент чакарнă. Çакă, паллах, лăпланса лармалли сăлтав мар. Милици сотрудникĕсен хăйсен ĕçне пур енлĕн лайăхлатассишĕн тăрăшмалла.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемшĕн приоритетлă программăсенчен пĕри _ наркомание хирĕç кĕрешесси. Сайра-хутра пулин те саккунлă мар йĕркепе наркотиксемпе усă куракансем тĕл пулаççĕ. Кăçал пирĕн районта çакнашкал икĕ преступлени пулнă. Вĕсемпе уголовлă ĕç пуçланă, суда ярса панă. Районти шалти ĕçсен пайĕ çул çитменнисем хушшинче криминогенлă лару-тăрăва лайăхлатма, çирĕплентерме тăрăшать. Сăмахран, çак тĕллевпе йышăннă тĕрлĕрен хушусене пурнăçласа пынăран, мĕн пур преступленисенчен тăватă проценчĕ çеç çул çитмен ачасемпе пулнисем. Малашне те мĕн пур вĕрентỹ шкулĕсенче, ял тăрăхĕсенче çул çитмен ачасем преступлени тăвассине хирĕç кĕрешесси малти вырăнта пулĕ. Р

айонти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕпе килĕшỹллĕн кашни шкулах аслă офицерсен йышĕнчен пĕрер çын çирĕплетнĕ. Вĕсем профилактика субъекчĕн ытти представителĕсемпе пĕрле ачасемпе право ыйтăвĕсемпе калаçу ирттереççĕ. Кашни милиционер, çул çитменнисемпе ĕçлекен, ытти яваплă çынсем хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлани вара пирĕн пĕтĕмĕшле ĕçе лайăх хак пама пулăшать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2007
00:00
Поделиться