Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн служба çăмăл мар

 Районти шалти ĕçсен пайĕ оперативлă службăн эффективлăхне ỹстерни хамăр тăрăхра тăнăç та лăпкă пурнăç тытса тăма май парать. Паян обществăпа политика тата нацисем хушшинчи лару-тăру стабильлĕ, çирĕп пулнипе те йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тỹпи пысăк.

Кăçалхи тăхăр уйăхра оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне начар мар хак памалла. Милици вăйĕпе, вĕсем оперативлă ĕçленипе 248 преступление шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан хура ĕçсен йышĕ 15,4 процент чакнă. Çакă халăх хушшинче тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсене вăйлатнипе те çыхăннă. Вăл шутра криминаллă милици енĕпе 70, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 178 преступлени. Кашни вунă çын пуçне преступленисен шайне илес пулсан кăçалхи 62,2, пĕлтĕрхи 72,7 тивет. Ку кăтарту та танлаштарса пăхсан начар мар темелле.

Чылай чухне питĕ йывăр преступленисене уçса парасси çăмăлпа пулса пымасть. Кăçал çак ĕçе ăнăçлă йĕркеленĕ, вĕсене çĕр проценчĕпех уçса панă. Йывăр преступленисене, вăрă-хурахпа çыхăннă ĕçсене тăрă шыв çине кăларассипе те пĕлтĕрхинчен чылай кăтартуллăрах ĕçленĕ.

Преступленисен тытăмне пăхсан çакна каламалла. Мĕн пур ĕçсен 37,9 проценчĕ ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă.

Йĕрке хуралĕн ĕçĕнче милицин участокри уполномоченнăйĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Участокри уполномоченнăйсем обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, ĕçкĕпе кĕрешес, çемье харкашăвне лăплантарас, çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парассипе ĕçлес тата ытти тĕллевпе вырăнти профилактика субъекчĕсемпе пĕрле тимлеççĕ. Общественность вăйĕпе ялсенче каçхи хуралсем йĕркелесси те вĕсем çинчех.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 5776 çын ячĕпе административлă протокол çырнă. Тĕрлĕрен статьяпа вĕсенчен 636 пин тенкĕ укçа шыраса илнĕ. Чăваш Республикин административлă йĕркене пăхăнмалли çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн кăçал хăйсем пурăнакан территорине тирпей-илем кĕртмелли статьяна пăхăнманшăн 323, кил-тĕрешре эрех туса хăйсен пайтишĕн сутнăшăн 32, çемьери харкашушăн 42 çынна административлă яваплăх тыттарнă. Мĕн пурĕ 68 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Районти шалти ĕçсен пайĕ çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки те пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи тăхăр уйăхра 30 автоавари пулнă, вĕсенче 35 çын аманнă, тăваттăшĕ вилнĕ. Чылай чухне инкек çул çине тухакан водитель руль умне ỹсĕрле ларнăран сиксе тухать. Çул-йĕр инспекторĕсем çулталăк пуçланнăранпа 167 ỹсĕр водителе тытса чарнă, пурне те кирлĕ пек айăпланă.

Маларах асăннă тапхăрта районти 5776 çынна административлă яваплăх тыттарнă. Кăтарту пĕлтĕр-хинчен ытларах. Вăл шутра пĕчĕк хулиганла ĕçсем тăвакансем, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹрекенсем, суту-илỹ йĕркине пăсакансем нумайрах.

Кашни ĕç хăйне евĕр кăткăс, йывăр темелле. Милици профессийĕ вара яваплăхпа çеç мар, хăрушлăхпа та çыхăннă. Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене, хисеплĕ ветерансене професси уявĕпе саламланă май ĕçре пысăк чăтăмлăх, ăнланулăх, хастарлăх сунатăп.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2007
00:00
Поделиться