Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район юбилейне _парне хыççăн парне

 Тăван районăмăр 80 çул тултарнă çул Сăкăт, Хурама-Твар, Анат Тăрмăш, Ульяновка ял çыннисемшĕн уйрăмах асра юлĕ. Çак тăватă объектри çирĕм çухрăм ытла асфальтлă çула туса пĕтернĕ хыççăн кашни ялах пассажирсене çула тухма çĕнĕ автобус маршручĕсем уçнă. Ял халăхĕшĕн мĕн тери пысăк парне! Малашне пĕрлехи вăйпа çатма пек такăр çула сыхласси, упрасси çеç юлать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 ноября 2007
00:00
Поделиться