Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Николай Федоров Президент _Патăрьелĕнче

 Районта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пулчĕ. Республика ертỹçи юлашки хут Патăрьел тăрăхне шăп та лăп çулталăк каялла килнĕччĕ. Ун чухне те республика ертỹ-çипе тĕл пулма районти культурăпа кану центрне лăк тулли халăх пуçтарăннăччĕ.

Республика Президенчĕ Н.Федоров район активĕпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, предприяти, организаци, учреждени ертỹçисемпе, ĕç ветеранĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура, тĕпрен илсен, Патăрьел районĕн тăхăр уйăхри аталанăвне тишкерчĕ, пĕтĕмлетỹ турĕ. Кирек хăш отрасль аталанăвне илсен те район пуçлăхĕн пите хĕретмелле мар. Пур енĕпе те ырă улшăну курăнать. Вăл шутра ял хуçалăхĕнче те, сывлăха сыхлассипе те, вĕрентỹре те, строительствăра та, çул-йĕр тăвассипе тата ытти те. Николай Васильевич Патăрьелсем аталану çулĕ çине тăнине ырă та уçă кăмăлпа каласа пачĕ. Çакă, паллах, ра-йон администрацийĕ Президентпа, республика Правительствипе пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçленин "çимĕçĕ". Кăçалхи çул Патăрьелсемшĕн пушшех ăнăçлă та, тухăçлă та, пĕлте-рĕшлĕ те темелле. Çулталăк вĕçлениччен пысăк строительство объекчĕсенчен физкультурăпа спорт комплексне, çамрăк мăшăрсен çырăнтару керменне, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ямалла. Унсăр пуçне район халăхне пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе те пысăк ĕçсем пыраççĕ.

Республика Президенчĕн 2006 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене васкавлă туса пĕтермелли мерăсем çинчен калакан Указĕпе килĕшỹллĕн кăçал пирĕн районта 41 çухрăм ытла çул хута каять. Чăваш Ен ертỹçи Патăрьелсен ырă тĕслĕхĕ пирки хăпартланса каларĕ. Çул-йĕр тума çеç 333 миллион тенкĕ укçа кайнă! Ку тĕлĕшпе пирĕн район республикăра та чи кăтартулли.

_ Пирĕн республика çут çанталăк пурлăхĕпе, пуянлăхĕпе пуян ен мар. Çапах та ытти регионсемпе танлаштарсан пирĕн Раççей шайĕнче чылай енĕпе пилотлă регионăн пуян ĕç опычĕ пур. Малашне те пĕрлĕхре ĕçлес тесен, пĕр-пĕрне юратни те мар, ăнланни çеç кирлĕ. Патăрьелсем çакна вырăна хурса Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин суйлавне хастар хутшăнĕç. Ку вăл эсир малашлăх пурнăç çул-йĕрне тепĕр тăватă çул валли суйласа илниех, _ шанăç пачĕ пире Президент хăйĕн çирĕп сăмахĕнче. Залра ларакансем республика ертỹçин сăмахне ырласа, унăн шухăшĕпе килĕшсе темиçе хутчен те алă çупса ячĕç. Апла пулсан, суйлавçăсем енчен те шанăç пур-ха, Президент шанăçне тỹрре кăлармаллах.

Çак пысăк тĕл пулăвăн тепĕр хаваслă пайĕнче республика Президенчĕ Н.Федоров Ишлĕ тата Турхан шкулĕсене çĕнĕ автобуссен уççисемпе свидетельствисене парнелерĕ. "Шкул автобусĕ" программăпа килĕшỹллĕн паян районта 21-мĕш автобус кулленхи рейса тухать. Мĕнрен япăх паян çакă шкул ачисемшĕн? Тĕл пулăва хутшăннисен умĕнче "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн ертỹçи М.Петров тухса калаçрĕ, юлашки çулсенче ялсенче пурнăçланса пыракан приоритетлă наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланни, ял халăхĕ патшалăх паракан çăмăллăхсемпе ăнăçлă, кăмăлтан усă курни çинчен каларĕ, Президента тав турĕ.

Республика Президентне ăсатнă хыççăн зала пуçтарăннă халăх районăн Чăваш академи капелли юрланă гимнне тỹре вырăнне йышăнса суйларĕ. Пилĕк вариантран Василий Давыдов-Анатри сăввине Авраам Бурундуков кĕвĕленĕ гимна кăмăлларĕ. Республика Президенчĕ пирĕн района килнĕ кун истори тепĕр савăнăçлă пĕлтерĕшлĕ самантпа та паллă пулса юлчĕ, 6,8 çухрăма тăсăлакан "Ишлĕ-Ульяновка" автоçул уçăлчĕ. Çак пĕчĕк ялăн (50 хуçалăх, 200-е яхăн çын) пысăк савăнăçне пайлама пĕтĕм ял-йыш, ватти те, вĕтти те пуçтарăннă, кỹршĕ ял хăнисем те çитнĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Л.Юркинăпа пĕрле юрласа-ташласа, çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç вĕсем пурне те.

_ Вăрман ăшĕнче ларакан юмахри тĕнчери пек туятпăр хамăра. Газĕ пур, çулĕ çатма пек... Вилес те килмест çак ырлăхра, _ калаçаççĕ кинемейсем хăпартланса. Çакăншăн пĕрин хыççăн тепри Н.Федоров Президентăмăра, район пуçлăхне Н.Глухова, "Чăвашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорне Ю.Арлашкина çулшăн та, автобус маршручĕ уçса панăшăн та чун-чĕререн тав турĕç. Кăçал çеç тăваттăмĕш çĕнĕ автобус çĕнĕ маршрутпа çула тухрĕ.

_ Телейлĕ çул, савăнăçлă кăмăл сунатăп пурне те сире. Халăхшăн тунă пысăк та пархатарлă ĕçе тĕрĕс хакласса, çак асфальтлă çула пĕрлехи вăйпа сыхласса шанатăп. "Единая Россия" партин пысăк пĕл-терĕшлĕ ĕçне Ульяновкăсем çĕр проценчĕпех ăнланасса шанатăп, _ вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне район пуçлăхĕ Николай Глухов.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 ноября 2007
00:00
Поделиться