Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

400-мĕш пепкене регистрациленĕ

 Ноябрĕн 2-мĕшĕнче, район халăхĕ гимн йышăннă кунхине, райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 400-мĕш пепкене регистрацилесе çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство панă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов Наил Рифкатовичпа Зелфиня Минкадировна Сагдеевсене ывăл çуралнă ятпа саламласа Республика Президенчĕн саламлă çырăвĕпе асăнмалăх парне панă, ачана сывă та тĕреклĕ çитĕнтерме ăнăçу суннă.

Патăрьелсемшĕн Ача çулталăкĕ ăнăçлă та кăмăллă та иртсе пырать. Пĕлтĕр çулталăк тăрăшшĕпе те 358 ача çеç çут тĕнчене килнĕ, кăçал вара вунă уйăхрах çак кăтартуран иртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 ноября 2007
00:00
Поделиться