Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсен татса памалли ыйтусем пайтах

 Уй-хирте, пахчара ĕç вĕçленнĕ ĕнтĕ: тыр-пула, çĕр улмине, тĕрлĕ çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ. Апла ял ĕçченĕн кăштах канмалли вăхăт пур. Пушă вăхăт шăпах тĕрлĕ мероприяти ирттермелли меллĕ самант. Районти хĕрарăмсен совечĕ те çак кунсенче хăйĕн активисчĕсене канашлăва пуçтарчĕ. Унăн малтанхи пайĕ информаци кунĕпе пĕрле район администрацийĕн залĕнче иртрĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов 9 уйăхри социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, 2007 çула ăнăçлă вĕçлемелли задачăсене палăртрĕ. Кунтах республикăран килнĕ информаци ушкăнĕн членĕсем А.Николаев, С.Енилина, Н.Осипова, С.Скворцов тухса каларĕç.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ уйрăм иртрĕ. Социаллă центр ертỹçи Т.Малинина районта ваттисен кунне мĕнле паллă туни çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ваттисен кунне пур ялта та, предприятисемпе учрежденисенче те анлăн паллă тунă. Ял хуçалăхĕ, организацисемпе предприятисем ватăсем валли уяв сĕтелĕ хатĕрленĕ, концерт кăтартнă, парне панă. 1240 ветерана 33,7 пинлĕх укçан пулăшу кỹнĕ, 49,6 пинлĕх парне, 7,2 пинлĕх апат-çимĕç панă. Ветерансен çурчĕсенче пурăнакансене те спонсорсем 3,5 пинлĕх апат-çимĕç парса пулăшнă.

Социаллă центрта пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртнĕ. Призлă вырăн йышăннисене хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысланă.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра "Тахçан эпир те çамрăк пулнă" кĕнеке выставки _ фотогалерея ĕçленĕ, "Чĕререн тухакан ыркăмăллăх" аса илỹ каçĕ йĕркеленĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем ватăсен килĕсене кайса вĕсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ. Ваттисен çурчĕсен участокĕсенче çитĕнтернĕ пахча çимĕç, улма-çырла, чечек выставкинче Турхансем çĕнтернĕ.

Ваттисен кунĕ умĕн "Волшебница" парикмахерскинче тỹлевсĕр çỹç каснă, 45-ĕн мунчари çăмăллăхсемпе усă курнă.

2007 çула ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "Ача çулталăкĕ" тесе палăртнă. Вăл районта мĕнле пурнăçланса пынипе вĕрентỹ пайĕн методисчĕ А.Горшкова паллаштарчĕ.

Районта шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă учрежденийĕсем _ 15, пуçламăш шкул _ ача сачĕ _ 8, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи ушкăнсем _ 16. Вĕсенче 1535 ача воспитани илет. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 100 ача ытларах. 2007 çулта депутатсен пухăвĕнче "Ача сачĕ" çумпрограмма йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн Турханти "Çеçпĕл", Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Була" ача сачĕсене тĕпрен юсанă, Тăрăнти пуçламăш шкулта çĕнĕ ача сачĕ уçнă.

ЧР Президенчĕн уçă çырăвĕнче шкул çулне çитмен 5-7 çулхи ачасене пĕлỹпе тивĕçтерессине 100 процента çитерме задача лартнă. Çакă пирĕн районта 89 процентпа танлашать. Ку цифра республикăра чи лайăххисенчен пĕри.

Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсене йĕркелесси ỹссех пырать. Çакăн пек ушкăнсене паян 210 ача çỹрет. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче паян 158 педагог вăй хурать. Вĕсенчен 51-шĕ аслă, 107-шĕ ятарлă вăтам пĕлỹллĕ, 13-шĕ аслă шкулсенче пĕлỹ илет.

Паян ача садне çỹрекенсен уйăхра 275 тенкĕ тỹлемелле, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи ятарлă ушкăна çỹрекенсен _ 75 тенкĕ. П

аянхи куна Патăрьелĕнчи ача сачĕсенче вырăн çук пирки, Тутар Сăкăтĕнче ача сачĕ çукран чылай ачана йышăнаймаççĕ. Çав вăхăтрах Сăкăтри, Туçари, Алманчăри ача сачĕсенче вырăн пур. Çакăн пирки ашшĕ-амăшĕн шутласа пăхмалла, кăмăлĕсем пулсан асăннă ача сачĕсене вырнаçтарма май килет.

Ача садĕнчи пĕлỹ шкулта нравственноçлă, интеллектуаллă аталанма майсем уçса панине шута илсе ашшĕ-амăшĕн пепкисене унта çỹретме тăрăшмаллах.

Канашлăва хутшăннисем çак кун Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Треньел ялĕсенчи ача сачĕсене çитсе курчĕç. Ун хыççăн Треньел библиотекипе, шкулпа паллашрĕç. Юлашкинчен кунти акт залĕнче А.Гаврилова класс ертỹçи ертсе пынипе саккăр-мĕшсем наркомани темипе "Сделай свой выбор" акци-урок кăтартрĕç. Т.Логунова фельдшерица, Н.Надина нарколог наркотик сиенĕ пирки калаçу ирттерчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Л.Фролова тухса калаçрĕ.

 Канашлу ĕçне районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ О.Гусарова пĕтĕмлетрĕ, татса памалли ыйтусене палăртрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2007
00:00
Поделиться