Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрỹ кĕрешỹре

 Патăрьелсем çĕнтернĕ Иртнĕ кĕçнерникун Кукеçри физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсенче ĕçлекенсен VI Спартакиади вĕçленнĕ. Пĕтĕмлетỹ пайне дартс, шывра ишесси, шашка-шахматла, теннисла вылясси тата волейбол турнирĕн финал вăййисем кĕнĕ. Спорт ăмăртăвĕсенчен волейболистсен пĕрремĕш вырăншăн пынă финал вăййи питĕ çивĕч те хĕрỹ кĕрешỹре иртнĕ. Çапах та Патăрьелсем юлашкинчен мĕн пур вăя пухса Вăрнарсенчен выляса илнĕ. Спортсменсене саламламалăх пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2007
00:00
Поделиться