Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çынсен сывлăхĕшĕн тăршса

Республикăри Министрсен Кабинечĕ хăйĕн йышăнăвĕпе йывăр çын хĕрарăмсен, ача ĕмĕртекен амăшĕсен, иккĕрен пуçласа виççĕ тултарман ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшса, вĕсен апатланăвне лайăхлатас тĕллевпе çакнашкал улшăнусем тунă: çемьери кашни çын тупăшĕ пурăнмалли минимумран иртмест пулсан йывăр çын хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене уйăхсерен 100-шер тенкĕ, иккĕрен пуçласа виçĕ çула çитмен ачасене 70-шер тенкĕ укçан компенсаци памалла. Çак çăмăллăха илес тесен хĕрарăм консультацийĕнчи врачран, участокри врач-педиатртан справкăсем илмелле. Унпа социаллă хỹтлĕх пайне пымалла. Пĕрлех заявлени, ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство (йывăр çын хĕрарăмсен тăратмалла мар), çемье йышне кăтартакан, кашнийĕшĕн 3 уйăхри тупăшне çирĕплетекен справкăсем кирлĕ.

Йывăр çын хĕрарăмсем çăмăллăхпа çие юлни 12 эрнене çирĕплетекен справка пур пулсан усă курма пултараççĕ.

Ача ĕмĕртекен амăшĕсен, иккĕрен пуçласа виççĕ тултарман ачасемшĕн паракан укçана илес тесен кашни çур çултанах çĕнĕрен справкăсем тăратмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2007
00:00
Поделиться