Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп апат-çимĕç хакĕ пирки

Чăваш Енĕн экономикăллă аталану министерствин хушăвĕпе килĕ-шÿллĕн райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен тата АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайĕсем канашлу ирттернĕ. Унта тĕп апат-çимĕç хакне пĕр шайра тытас ыйтăва сÿтсе явнă.

Малтанах район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.Гапликов ертсе пынипе çак ыйтупа республикăра ирттернĕ канашлу итогĕсемпе, апат-çимĕç хакне пĕр шайра тытса тăрассипе йышăннă мерăсемпе паллаштарнă.

Пирĕн районта пурăнакансемшĕн çăкăр, çăкăр-булка изделийĕсем, сĕт-çу продукчĕсем, çĕр улми тĕп апат-çимĕç шутланаççĕ.

Района çăкăр, çăкăр-булка изделийĕсемпе райпон “Союз” пĕрлешĕвĕ, Патăрьелĕнчи В.Грачев, Л.Владимирова, Тутар Сăкăтĕнчи Г.Шарафутдинова предпринимательсем тивĕçтереççĕ.

Асăннă апат-çимĕçе сутассипе райпо магазинĕсем, Патăрьелĕнчи “Тройка”, “Алина”, “Нико”, “Выбор” тата ытти магазинсем те ĕçлеççĕ. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 22-мĕшĕччен районта çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсен кулленхи мониторингне ирттернĕ. Çак хушăра çăкăр-булка изделийĕсен хакĕ улшăнман. Çав вăхăтрах Шупашкартан “Тройка” магазина кÿрсе килекен çăкăр чи хакли шутланать. Унăн хушма хакĕ 21-тен пуçласа 43 процент таран ÿснĕ. “Нико” магазинра хушма хака 26 процент хăпартаççĕ. “Мечта” магазинра та лару-тăру çавах, тулă çăкăрĕ 26 процент хаклăрах.

В.Грачев, Л.Владимирова, Г.Шарафутдинова предпринимательсен суту-илÿ точкисенче хушма хак 5 процент, Патăрьел çăкăр завочĕн магазинĕсенче 11-14 процент. Çăкăр-булка изделийĕсем кăларакансем район халăхĕ умĕнче яваплăха туйни, туянса сутакансем вара ытларах тупăш илме ăнтăлни сисĕнет. Çакă тарăн шухăша ярать.

Канашлура çăкăр хакĕн ыйтăвне татса парас тесен Алманчă, Нăрваш Шăхаль, Пăлапуç Пашьел, Пикшик тата ытти ял тăрăхĕнчи армансене тулли хăватпа ĕçлеттересси пирки те хĕрÿ калаçу пынă. Çавăн пекех çывăх вăхăтрах Патăрьелĕнче ваккăн сĕт сутассине йĕркелемелле. Çитес эрнере аш-какай сутмалли лавкка уçăлмалла, оборудованине вырнаçтарнă. Çакă аш-какай хакне чакарма пулăшĕ.

Канашлăва хутшăннисем çăкăр, çăкăр-булка издели-йĕсен, сĕт-çу продукчĕсен, сахăр-песук, тăвар, ÿсен-тăран çăвĕ, çăмарта тата чăх хакĕсене пĕр шайра тытас тĕллевпе ваккăн суту-илÿ тăвакан предприяти ертÿçисене çапла тума сĕннĕ:

– ваккăн суту-илÿ тăвакансен хушма хака 10 процентран, куртăмăн сутакансен 5 процентран ытла хăпартмалла мар;

– вырăнта туса кăларакан апат-çимĕçĕн ассортиментне анлăлатмалла, унăн калăпăшĕ суту-илÿре 50 процентран кая пулмалла мар.

Апат-çимĕç тирпейлекен промышленность руководителĕсен хатĕр продукци хакне хунă чухне туянакан чĕр тавар тата ытти тăкаксене шута илсе рентабельлĕхе 10 процентран ытла хăпартмалла мар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться