Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район юбилейне хатĕрленме

Район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе йышăну кăларнă. Юбилее тата Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне пĕрле 2007 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Культурăпа кану центрĕнче ирттерме палăртнă. Çавна май ял тăрăх пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене октябрĕн 22-мĕшĕ – ноябрĕн 29-мĕшĕсенче Патăрьел районĕ 80 çул тултарнине халалласа мероприятисем йĕркелеме сĕннĕ.

Район юбилейне тата Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалланă чаплă ларăва хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе 9 çынран оргкомитет туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пырать.

Йĕркелÿ комитечĕн ĕç планне, укçа-тенкĕ сметине туса хатĕрлемелле. Район администрацийĕн пайĕсен ял тăрăх администрацийĕсене, предприятисемпе организацисене тата учрежденисене, вĕренÿ заведенийĕсене район 80 çул тултарнине паллă тăвакан мероприятисене ирттерме тивĕçлĕ пулăшу памалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться