Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Музыканта саламланă

Раççей тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Çĕньялти Анатолий Степанович Шакин çак кунсенче утмăл çул тултарчĕ. “Манăн çулсем – манăн пуянлăхăм”, – тесе мăнаçланса юрлама пултарать паян музыкант. Халăх искусствин паллă çынни культурăна аталантарас тесе хăйĕн пурнăçĕнче нумай тăрăшнă. Унăн ятне районта çеç мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Ахальтен мар-тăр тава тивĕçлĕ культура ĕçченне юбилей ячĕпе саламласа телеграмма хыççăн телеграмма килнĕ. Вĕсенчен чи хисепли те чи хакли – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров янă саламлă сăмахсем-тăр. Ăшă сăмахсемлĕ телеграммăсем Культура министерстви те, Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕпе композиторсен ассоциацийĕ те янă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться