Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хунарпа шырасан та хĕр çук

Пурнăçра кунпа кун нихăçан та пĕр килмест, самана улшăнсах тăрать. Темиçе çул каялла, акă, рынок системине кĕтĕмĕр, çĕнĕлĕх пулчĕ ку пирĕншĕн. Ырă ĕмĕтсемпе пурăнма тытăннăччĕ, анчах кĕтнĕ пек килсе тухмарĕ. Ĕç вырăнĕсĕр тăрса юласси хăратать паянхи кун. Çамрăксен чĕринче те шиклĕх хуçаланать. Ара, темĕн чухлĕ укçа тăкса вĕренсе пĕр-пĕр специальность алла илсен те ĕçĕ çук вĕт. Ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса пăхăр-ха – ĕçсĕррисен çарĕнче мĕн чухлĕ çамрăк: юрист, учитель, медсестра...

Чăн та, хăшĕсем “шабаша” кайса укçа тукалаççĕ-ха. Пĕр хушă хуйхă-суйхăсăр пурăнкалаççĕ те енчĕкĕ çÿхелсен каллех инçе çула тухаççĕ. Яланах çапла çÿрейĕн-ши; Чикансем пек кĕтесрен кĕтесе куçса çÿрени йăлăхтарать, паллах. Çитменнине пуйма кайса вилсе килни те пулать. Ун пек тĕслĕхсем юлашки çулсенче самаях пулкаларĕç. Пĕр ĕçре тĕпленнине нимĕн те çитмест ĕнтĕ.

Унчченрех ялсенче тĕрлĕрен цех хута кайнăччĕ. Хĕрсем çĕвĕ цехĕнче ĕçлеме кăмăлласах çÿретчĕç. Цехсем хупăнчĕç те, çамрăксем валли ĕç те пĕтрĕ. Хĕрсем ытларах хулана туртăнма пикенчĕç. Ялсенче каччăсен йышĕ çук мар, вĕсенчен чылайăшĕ техникăпа ĕçлеме кăмăллать. Анчах пурте автомашинăпа трактор рульне тытаймĕç. Хăшĕсен сенĕкпе те “туслашма” тивет. Нумай ĕçлесе илет-и ял çынни; Уйăхне пĕр-икĕ пин илсен те савăнăç. Анчах çакă та пурне те тивĕçмест. Çамрăксемшĕн ку çителĕксĕр. Яш чух ятуллăрах тумланас килет-çке, кунсăр пуçне çурт лартасси çинчен те шутламалла. Кашниех ашшĕ-амăшĕ хатĕрлесе панă çуртра пурăнаймасть-çке, теприсен хăйсен вăйĕпе çĕклеме тивет. Пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлесен те пурлăх пухма çав тери йывăр. Субсиди, çăмăллăхлă кредит параççĕ вĕт тейĕç хăшĕ-пĕри. Анчах вăл та пурне те тивĕçмест-çке, пысăк ĕç укçиллисене çеç.

Юлашки çулсенче уйрăм çын е патшалăх пурлăхне хапсăнакансем йышланни тĕлĕнтерме те пăрахрĕ. Пĕр-пĕрне кÿрентересси, хĕнесси те вăй илсе пырать.

Çамрăксемшĕн татса паман ыйтусем нумай халь. Ялти каччăсене илсен, хĕр çукки пăшăрхантарать вĕсене. Хусах ятне илтнисем темиçе теçеткене çитнĕ. Хĕрсем вăтам шкул пĕтерсенех хуланалла талпăнаççĕ. Вĕренсе тухсан та çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăнмаççĕ. Çавăнпа та ялсенче хунарпа шырасан та хĕр тупаймастăн. Хулара тупса пĕрлешнисем яла пурăнма килме килĕшмеççĕ, йывăрлăхран хăраççĕ. Ял каччисен мĕн тумалла-ха?

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться