Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

Октябрĕн 25-мĕшĕнче, кĕçнерникун, райадминистрацин залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ вун пиллĕкмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Кун йĕркинче ултă ыйту пăхса тухнă. “2008-2010 çулсенче районта пĕчĕк предпринимательствăна аталантарма пулăшасси” темăпа райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Г.Иванова, Патăрьел район депутачĕсен йышăнăвне “Патăрьел районĕнче бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелесси” улшăну кĕртесси çинчен тата 2002 çулхи августăн 29-мĕшĕнчи “Патăрьел районĕнчи вырăнти самоуправленине пăхăнса тăракан органсенче налук пухассине йĕркелесси çинчен” райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова, Патăрьел район администрацийĕн стандарчĕ пирки организаципе контроль тата кадр ĕçĕпе тимлекен пай начальникĕ С.Торговцев, “2008-2010 çулсенче социаллă чирсенчен асăрханасси тата вĕсемпе кĕрешесси” районăн тĕл-левлĕ программипе районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Н.Надина, район гербĕ пирки район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов тухса калаçнă.

Ларура кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем тунă



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться