Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ стадионта вăй-хăват пухрĕç

“2007-2010 çулсенче Чăваш Республикинче физкультурăна аталантарасси” республика программипе килĕшÿллĕн çитес çул пирĕн район центрĕнче паянхи кун ыйтнă пек хăтлă стадион пулмалла. Çак кунсенче районти градостроительство канашĕн ларăвĕнче специалистсем тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕсем унăн проектне пăхса тухнă, ăна ырланă. Пурте ăнăçлă тата шутланă пек пулсан, çитес çултан спортсменсемпе спорта юратакансем çĕнĕ стадионта вăй-хăват пухĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2007
00:00
Поделиться