Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника лайăх упрантăр

Ял хуçалăх техникине кирлĕ пек упрас, агропромышленность комплексĕнчи машина-трактор паркĕсенче тивĕçлĕ йĕрке тăвас, инженери культурине ÿстерес, управ, техтивĕçтерÿ тата юсав базине тĕреклетес тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă хушу кăларнă. Çавна май агропромышленность комплексне кĕрекен машина-трактор паркĕсене тĕрĕслеççĕ, техникăна лайăх упрас енĕпе смотр-конкурс ирттереççĕ.

Район пуçлăхĕн хушăвĕпе смотр-конкурс комиссине ултă çын кĕртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ – АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков ертсе пырать.

Смотр-конкурс вăхăтĕнче октябрĕн 1-20-мĕшĕсенче машина-трактор паркĕсене тĕрĕслесе тухаççĕ. Ку вăхăтри тĕп тĕллевсем – техникăна хĕл каçма ГОСТ ыйтнă пек хатĕрлесе лартасси, территорисене тасатасси, хăрушсăрлăх техникине, ĕçлев сыхлавне пăхăнасси.

Смотр-конкурс итогĕсене октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ.

Хушупа ял тăрăх пуçлăхĕсемпе хуçалăхсен ертÿçисене ĕç комиссийĕсем йĕркелеме, смотр-конкурса çÿллĕ шайра хутшăнса ирттерме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 октября 2007
00:00
Поделиться