Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чыса ĕçпе çĕнсе илнĕ

Ку ĕç иртнĕ вĕренÿ çулĕнчех пулнăччĕ. Ульяновск облаçĕнчи Кивĕ Майна районĕнчи чи лайăх учитель кам пулнине палăртакан эксперт комиссийĕ пилĕк претендент педагога итленĕччĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – Е.Максимовăпа К.Зейнетдинов Прибрежненски ялĕнчи вăтам шкултанччĕ. Учитель ĕçне тĕрлĕ енлĕ сăнаса хак панăччĕ.

Комисси педагог вĕрентекен ачасен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса тунă çитĕнĕвĕсене, урок хыççăнхи ĕçĕсене, класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланине, паянхи вĕрентÿ технологине усă курнине, хăйĕн ĕç ăсталăхне ытти шкулсенче вĕрентекенсем хушшинче сарнине, квалификацине ÿстерсе пынине те шута илнĕччĕ. Тавлашуллă ыйтăва татса паракан комисси умĕнче Кешаф Феткулисламович 20 минут пулнăччĕ. Çак вăхăт уншăн çителĕк-сĕрри куç кĕретех. Ĕçлĕ пурнăçĕн пĕтĕм пайне вăл шкулта ирттерет. Малтанах Именкассинче учитель пулса ĕçленĕ К.Зейнетдинов. Кунта шкул директорĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Унтан Ульяновск облаçне куçнă. Ĕç ăсталăхĕпе авторитетне вара ÿстернĕçем ÿстерсе, хушнăçем хушса пынă. Паян унти вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕ-вĕн членĕсем хăйсен руководителĕн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Кешаф Феткулисламовичра Турă панă пултарулăх пуррине кураççĕ. Çынна ăнланма пĕлет педагог. Темăна ачасем патне çитерме пултарать. Ырă канаш илме пурте ун патне каяççĕ. Уçă урокĕсене вара кăмăлтан итлеме пыраççĕ. Уйрăмах тин педагогика ĕçне кÿлĕнекенсемшĕн тĕслĕх илмелли пайтах. Конкурса хутшăнса Кивĕ Майнăри пĕр урока кĕнĕ К.Зейнетдинов. Çиччĕмĕшсем “çĕнĕ” учителе именчĕклĕн кĕтсе илнĕ. Анчах ачасен пăшăрханăвĕ часах иртнĕ. Кешаф Феткулисламович шăнкăравчченех вĕренекенсен тимлĕхне хăй майлă çавăрма пултарнă. Ачалăхĕнчи интереслĕ самантсене каласа парса тĕлĕнтернĕ. Урок теми те кун йĕркишĕн актуаллă пулнă: “Мĕнле пулмалла-ха çĕр-шыв хÿтĕлевçи;”. Тĕслĕхе педагог хастар салтаксене илсе кăтартнă. Литература произведени-йĕсенчи паттăрсене куç умне кăларса тăратнă. Йывăр вăхăтра та çĕр-шыв хÿтĕлевçисем çынлăха, тивĕçе çухатмасăр служба ĕçне тунă. Урок вĕçĕнче учитель салтак пулма ĕмĕт пуррисене алă çĕклеме ыйтнă. Арçын ачасем пурте çак шухăша ырланă.

Мĕн пур енлĕ пултарулăхне кура эксперт комиссийĕ К.Зейнетдинова пысăк балл лартса панă. Регионти жюри те педагог ĕçне тивĕçлипе хакланă. Çавна май Кешаф Феткулисламович чи лайăх учитель ятне тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçе коллектив ăшшăн саламланă. Ытти шкулсенчен те шăнкăравсем çине-çине килнĕ. Пирĕн ентеше Ульяновск тăрăхĕнче çывăх пĕлекенсем йышлă пулнине, унăн çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртенине çирĕплетеççĕ те ĕнтĕ вĕсем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 октября 2007
00:00
Поделиться