Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç итогĕсемпе паллашнă

Райадминистраци за-лĕнче милици ĕçченĕсен канашлăвĕ пулнă. Унта кăçалхи тăхăр уйăхри оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă.

Канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, республикăри шалĕç министерствин кураторĕ, милици полковникĕ В.Иванов, район прокурорĕ Ю.Фуражников, милици сотрудникĕсем хутшăннă. Оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ пирки йĕркеленĕ канашлăва райшал-ĕçпайĕн начальникĕ Н.Ванин ертсе пынă. Кунта криминаллă милици начальникĕ С.Измуков, обществăлла хăрушсăрлăх милицин начальникĕ А.Алексеев, районти ГИБДД начальникĕ А.Купташкин хăйсен подразделенийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсем туса панă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра районта 248 преступление шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăл 45 преступлени сахалтарах. Кашни 10 пин çын пуçне преступленисен шайĕ кăçал 62, 2, пĕлтĕр вара вăл 72, 7 пулнă.

Çулталăк пуçланнăранпа уйрăмах йывăр преступленисене пурне те уçса панă. Çавăн пекех вăрă-хурахăн ĕçне тăрă шыв çине кăларасси те лайăхланнă.

Канашлура оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пĕ-тĕмлетнĕ май, кашни подразделенин ĕçне хак панă, малашнехи ыйтусене çивĕчлетнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 октября 2007
00:00
Поделиться