Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Район пуçлăхĕ Н.Глухов çак кунсенче “Исток”, “Красное знамя”, “Звезда”, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче пулнă, вырма ĕçĕсемпе паллашнă, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынипе интересленнĕ, малашлăх плансене сÿтсе явнă. Çавна май çăмăллăхлă кредитпа усă курса машина-трактор паркне çĕнетесси çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе 8 çуллăха кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетсе модернизациленĕ. Çав шутра Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми 8 миллион та 600, “Красное знамя” 9 миллион, “Звезда” 4 миллион та 200, “Труд” 5 миллион тенкĕ илнĕ.

Районта техника туянассипе, çĕнĕ технологине ĕçе кĕртессипе аван ĕçлеççĕ.

“Красное знамя”, “Звезда”, “Труд” ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт пăрăхĕсем вырнаçтараççĕ.

Хуçалăхсен ертÿçисем техникăна çĕнетни, çĕнĕ технологипе усă курни ял хуçалăх продукцийĕн хăй хаклăхне чакарнине, кунта вăй хуракансен ĕçне темиçе хут çăмăллатнине палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 октября 2007
00:00
Поделиться