Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăка кăмăллă вĕçлесшĕн

Алманчă ял тăрăхĕнче Ача çулталăкне питĕ кăмăллă вĕçлеме ĕмĕтленеççĕ. Вăл çапла пулĕ тесех шутлаççĕ. Çак кунсенче çеç, акă, Аляшкинсен, Павловсен, Каруевсен çемйисенче иккĕмĕш “çĕнĕ кайăк” хутшăннă. Петр Ивановичпа Валентина Яковлевна Павловсем вара кăçал икĕ мăнукне алла илнĕ. Сентябрьте Геннадий кĕçĕн ывăлĕн Диана хĕр çуралнă, Андрейăн çемйине те чиперкке хутшăннă. А.Аляшкинсен те иккĕмĕш хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ.

Сывă та тĕреклĕ ача кирек хăшĕ те савăнăç, телей темелле. Татьянăпа Николай Каруевсем вара пулас пăхаттире алла илнĕ. Çакă пысăк савăнăç мар-и-ха?



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 октября 2007
00:00
Поделиться