Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ваттисен кунне халалласа _ выставка

 Патăрьелĕнчи социаллă центрта Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалласа çулленех ваттисен çурчĕсен хушма хуçалăхĕсенче çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукчĕсен выставкине ирттереççĕ. Кăçал та пулчĕ вăл. Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен тăсăлчĕ.

Кĕрхи хитре чечексем, пахча çимĕçрен, улма-çырларан ăсталанă композицисем выставкăна илем кỹчĕç. Кабачкипе панулмирен ăсталанă мечĕкпе вылякан тюлень, петрушкипе, спаржапа, укроппа, панулмипе илемлетсе тунă симĕс уçланкă, суханпа панулмипе илемлетсе тунă кỹлĕре ишекен акăшсем, кавăнран ăсталанă "хаваслă асанне" тата ытти чылай экспонатсем илемĕпе илĕртрĕç. Кзыл Чишмари ваттисен çурчĕн хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ панулми, груша, çĕр улми, сухан, чĕкĕнтĕр, виноград, кавăнран тунă карçинккара вырăн тупни те куракансене килĕшрĕ.

Призлă вырăна вара Турханти ваттисемпе инвалидсен çурчĕ çĕнсе илчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться