Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватлăх эсĕ кăш тăхта, ан васка туя тытма!

 Тĕнчери ватă çынсен кунне районти кашни ял тăрăхĕнчех чыслăн та хисеплĕн ирттернĕ. Патăрьелĕнчи, Турханти, Кзыл Чишмари, Хирти Пикшикри ваттисен çурчĕсенче те ăна питĕ кăмăллă йĕркеленĕ.

Çак кун ячĕпе "Батыревский центр социального обслуживания населения" республикăри патшалăх учрежденийĕ граждансен вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕсен çумĕнчи хушма хуçалăхсенче çитĕнтернĕ пахча çимĕçсен куравне йĕркеленĕ. Яланхиллех питĕ кăсăклă та тĕлĕнмелле ăста хатĕрленĕ ватăсем хăйсен сăнарлă экспоначĕсене. Тĕлĕнмелле пысăк кавăнтан ăсталанă кунтăкри улма-çырласене Кзыл Чишмасем чăн-чăнах та илĕртỹллĕ хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕнче ватăсене уяв ячĕпе чыслассине те аван йĕркеленĕ. Кзыл Чишмапа Красномайски ялĕсенче икçĕре яхăн ватăна ял тăрăх пуçлăхĕ алă тытсах саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться