Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РАЙОН ПУÇЛĂХĔН КАНАШÇИСЕМ _ЯЛ ТĂРĂХĔСЕНЧЕ

Район пуçлăхĕн канашçисем час-часах пĕрле пуçтарăнса район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яваççĕ, вырăнсене тухса ял халăхĕн пурнăçĕпе паллашаççĕ. Хальхинче вĕсем район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынипе Патăрьел, Ишлĕ, Турхан ял тăрăхĕсенче пулнă.

Вырăнсене çитсе курнă май, канашçисем Патăрьелĕнче райпона пăхăнса тăракан магазинсем тăвас ыйтăва сỹтсе явнă, Чăваш Республикин Президенчĕн çул-йĕр строительствине васкавлă вĕçлемелли мерăсем çинчен калакан Указне мĕнле пурнăçланипе кăсăкланса "Ишлĕ _ Ульяновка", "Турхан _ Хурама-Твар" çул-йĕр объекчĕсенче пулса кунти ĕçсемпе паллашнă. Калас пулать, Президентăн маларах асăннă Указне пурнăçласа пирĕн районта пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Акă, "Первомайск _ Анат Тăрмăш _ Турхан", "Патăрьел _ Сăкăт", "Турхан _ Хурама-Твар", "Аслă Чемен _ Тури Чакă" автоçулсене туса пĕтернĕ. Çавăн пекех "Шкул автобусĕ" программăпа килĕшỹллĕн, Ыхра Çырминчи автоçула та йĕркене кĕртнĕ. Çак тĕллевпе районта малалла та ĕçлеççĕ. "Красномайск _ Çĕнĕ Чĕпкас", "Ишлĕ _ Ульяновка", "Ишлĕ _ Люля", "Вăрманхĕрри Шăхаль _ Ясная Поляна" çулсем çинче строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. 2007 çулта районĕпе 42,1 çухрăм çул хута каять. Çулталăк хушшинче çакăн пек пысăк калăпăшлă ĕç туни, паллах, район администрацийĕ умма лартнă тĕллевсене, ятарлă программăсене çине тăрса пурнăçланин результачĕ.

Район пуçлăхĕн канашçисем Турхан ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче вырăнта ял халăхне тивĕçтерес, суту-илĕве аталантарас, яла, урамсене тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться