Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Правительство пуçлăхĕ _Патăрьелĕнче

 Октябрĕн 3-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çỹревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С. А.Гапликов пулчĕ. Сергей Анатольевич хальхи вăхăтра районта пыракан пысăк строительство объекчĕсене çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи 24 хваттерлĕ пурăнмалли çуртра, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн пулас терапи, неврологи уйрăмĕсен, ача-пăча тата хĕрарăмсен консультацийĕсен хушма корпусĕнче, Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.

Ĕçлĕ канашлура строительство, сывлăх енĕпе йышăннă приоритетлă наци проекчĕсене районта мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине сỹтсе яврĕç, хăш-пĕр ĕçсене хăвăртлатмалли пирки каларĕç. Тĕллевлĕ ыйтусене сỹтсе явнă çĕре район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова, Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев, Чăваш Республикин Градостроительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министр çумĕ С.Банюк, "Волготрансгаз" тулли мар яваплă, "Чувашсетьгаз" уçă акционер пĕрлешĕвĕсен, Чăваш Республикинчи "РУКС" Патшалăх унитарлă предприятийĕн, "Суор" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн, республикăри "Жилремстрой" патшалăх унитарлă предприятийĕн, "Спецстройкоммуникация" тулли мар яваплă обществăн ертỹçисемпе представителĕсем, маларах асăннă строительство объекчĕсен подрядчикĕсем хутшăнчĕç, объектсене электричествăпа, шывпа, ăшăпа тивĕçтермелли ыйтусене хускатрĕç, хăш-пĕр ыйтупа конкретлă тата васкавлăрах ĕçлемеллине палăртрĕç.

Район центрĕнчи тепĕр пысăк строительство объекчĕ _ универсаллă спорт залĕпе бассейнсемлĕ, ытти хăтлă пỹлĕмсемлĕ физкультурăпа спорт комплексĕ. Пысăк спорт çурчĕ йỹнех лармасть: 41,6 миллион тенкĕ. Вăл шутран 18,8 миллионне федераллă, 21,8 миллионне республика, пĕр миллионне район бюджетĕнчен уйăрнă. Район центрĕнчи виçĕ строительство объектне те ноябрь вĕçне ĕçе кĕртме палăртнă. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме пур майсемпе те туллин усă курма сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться