Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ыйту тивĕçлĕ хурав тупнă

Район администрацине тĕрлĕрен ыйтупа çырусем кĕреççĕ. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта, акă, 49 ыйтăва регистрациленĕ. Вĕсенчен кашниех тĕрлĕ шайра тивĕçлĕ, тулли хурав тупнă темелле. Çыру авторĕсене ытларах мĕн пăшăрхантарать-ха? Строительствăпа çурт-йĕр тăвас тĕллевпе кăсăкланса çырнисем _ чи йышлисем. Ял хуçалăх, вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, коммуналлă, йăла тата ытти ыйтусене хускатакансем те сахал мар. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, ытларах Патăрьелсем район администрацине ыйту çине ыйту параççĕ. Кун пирки тĕлĕнмех те кирлĕ мар пек, мĕншĕн тесен çак ял тăрăхĕнче чи йышлă халăх тата темиçе тĕрлĕ наци çынни пурăнать-çке. Çавăн пекех Тăрăн, Аслă Чемен, Туçа ял тăрăхĕсенчен те тĕрлĕрен ыйтупа кăсăкланакансем сахал мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться