Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхи кросс

 

Нăрваш Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем кăçалхи çулла тĕрлĕ пысăк ăмăртăва хутшăнса хăйсене лайăх енчен анчах кăтартрĕç. Вĕсене ялта республика тата Раççей ша-йĕнчи ăмăртусем иртни те чылай пулăшрĕ пулас. Камăн-ха тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева пек пулас килмест? Вĕсем Ирина тĕрлĕ çĕр-шывра тĕнчери чи вăйлă велосипедистсемпе тупăшнине сăнаса, уншăн "чирлесе" телевизор умĕнчен каймарĕç. Тĕнче чемпионатĕнче Ирина пĕтĕм ял халăхне тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те _ тĕнче чемпионĕ пулса тăчĕ. Тата кăштахран Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ултă этаплă ăмăртура пуринчен те нумай очко пуçтарса Тĕнче кубокĕн хуçи, çĕнтерỹçи пулчĕ. Епле мухтанмăн, савăнмăн Ирина çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунишĕн? Вăл пирĕн шкултан вĕренсе тухнă-çке!

Çакăн пек савăнăçпа шкулта 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем кĕрхи кросс дистанцийĕсене хаваспах тухрĕç. 500 метрлă дистанцире 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Кунта арçын ачасенчен чи пултаруллисем Д.Лаврентьев, С.Софронов, В.Афанасьев, В.Сергеев пулчĕç. Хĕр ачасенчен М.Филипповăна, О.Терентьевăна, А.Петровăна çитекенни пулмарĕ. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен шкул чемпионĕ ятне Н.Кирилловпа Кр.Филиппова çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнсенче А.Петровпа А.Капитонова, виççĕмĕшĕнче _ О.Терентьев, А.Кудряшов, И.Афанасьева.

10-11-мĕш классенчи яшсемпе хĕрсем ăмăртасса пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ку ушкăнра районти тĕрлĕ ăмăртура палăрнă вĕренекенсем те пур-çке. Акă старт. Çухрăм çурăллă хушша 10-мĕш класри В.Едифанов чи хăвăрт чупса тухрĕ. Унăн юлташĕсем В.Григорьев иккĕмĕш, А.Еразумов виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕр ачасенчен шкулти чи лайăх спортсменка _ А.Николаева. Унăн юлташĕ А.Алексеева _ иккĕмĕш, М.Григорьева виççĕмĕш вырăнсенче.

Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă спортсменсене хамăр шкултан вĕренсе тухнă А.Николаев министрăн парнисемпе чысларĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться