Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутат парнисемшĕн

 Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртнĕ. Кавир çинче Чăваш Енпе Пушкăртстанран 16 команда е 500-е яхăн атлет вăй виçнĕ. Спортсменсене малтанах Павел Семенов, Раççейри кĕрешỹ спорчĕн федерацийĕн Президенчĕ Михаил Мамиашвили тата ыттисем те саламланă, ỹсĕмлĕ кĕрешме ырлăх-сывлăх суннă. Кĕрешекенсен ăмăртăвне Патăрьел районĕн спортсменĕсем те хутшăннă. Хăйсен виçисенче Алексей Адикин, Ильнар Шамсутдинов, Анастасия Выросова, Алина Артемьева, Ренас Садаров паттăра тухнă. Вĕсене Павел Семенов хаклă парнесемпе чысланă. Турнир вăхăтĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Раççейри кĕрешỹ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе малашне туслă ĕçлесси çинчен килĕшỹ тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться