Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача тесе ачашламан çав пире

 

Тăлăх турат пуличчен, хăрăк турат пулăттăм, çурхи шывпа юхăттăм. Аттене ас тумастăп эпĕ. Икĕ çунат ăшшинче ỹсмеллискер пĕр çунат ăшшинче çеç çитĕннĕ. Аннепе çеç пурăнаттăмăр. Пỹрт кивĕччĕ, пĕчĕккĕччĕ. Хĕлле питĕ сивĕ пулатчĕ, витрери шыв шăнатчĕ. Хутма вутă-шанкă çукран çĕр улми аврипе, улăмпа усă кураттăмăр. Ăна та çунашкапа хиртен сĕтĕрмеллеччĕ.

Ачаллах йывăр ĕçпе хуçăлмалла пулчĕ. Çурла тытса тырă вырма, кĕлте çыххи тума вĕрентрĕ анне. Хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвел аниччен шăрăхра асапланаттăмăр. Ыраш ани чакмасчĕ те. Çакăн чухнех ăнлантăм çурăм тарличчен ĕçлемесен хырăма тăрантма çуккине. Çуркунне çĕрĕк çĕр улми пуçтарнă крахмалĕ кĕр енне йăлтах пĕтетчĕ. Шкула кайма вăхăт çывхаратчĕ, анчах тулă ани пĕтме те пĕлмесчĕ. Кĕскескере тăпăлтарса кĕлте çыхни те пулнă. Çĕмелне те хамăрăнах тумаллаччĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе молотилкăпа авăн çапаттăмăр. Эпир, вĕт-шакăр, кĕлте сĕтĕреттĕмĕр.

Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Выльăх-чĕрлĕх те усрайман. Çапах шкула çỹреттĕм, питĕ вĕренес килетчĕ. Çие тăхăнмалли йĕркеллĕ тумтир те çукчĕ. Çавна пула питĕ вăтанаттăм. Çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн малалла укçаллаччĕ. Çавăнпах шкула çỹреме пăрахма тиврĕ. Пĕр хушă колхозра ĕçленĕ хыççăн Шупашкара тухса кайрăм. Кунти пир-авăр комбинатне вырнаçрăм.

Çапла алла укçа тытса курма май пулчĕ. Уншăн питĕ савăнтăм. Пурăнма общежитинче пĕр кĕтес пачĕç. Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Çемьеллĕ те пултăм. Мăшăрпа 3 ывăл çуратса ỹстертĕмĕр, вĕрентсе кăларса мăшăрлантартăмăр. Иккĕшĕ уйрăм хваттерсемпе, кĕçĕнни хамăрпа пĕрле пурăнать. Ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç лайăх, çимелли те, тăхăнмалли те пур. Уйăхсерен пенси укçи илетпĕр. Сывлăх çеç кирлĕ.

Тăван яла анне вил тăпри çине çулленех кайса килетĕп. Пĕрле ỹснĕ тантăшсене, кỹршĕ-арша курса калаçатăп. Сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май ачалăха та аса илетпĕр. Ун чухнехипе хальхи çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăмлăх. Ытла та йывăр пулчĕ çав пирĕн ачалăх, çамрăклăх. Ача тесе ачашламан çав пире ун чух. Çав вăхăта аса илсен халĕ те икĕ куçăмран куççуль тăкăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2007
00:00
Поделиться