Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлнă ĕç çине юр çăвать

 

Çунана _ çулла, урапана _ хĕлле юсаса лартасси ĕлĕкренех тĕпре пулнă-ха. Пăхăнса пурăннă çав йĕркене пирĕн асатте-асанне. Тимлĕ те тирпейлĕ хуçа халĕ те çав шухăша кун йĕркинче тытсах ĕçлет-ха. Анчах пирĕн хушăра аслисен сăмахне тăнламасăр, ăна-кăна вăхăтра тăвассишĕн хыпса çунманнисем те пур.

Сăмахăмăр районти ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлесси пирки-ха. Çак ĕçе çăва тухсанах, выльăхсене кĕтĕве кăларсанах пикенмелле пек ĕнтĕ. Çулла вăрăма тăсăлманнине шута илсе, витесене юсассипе çыхăннă ыйтăва мала хурса сывлăшра "шурă шăнасем" вĕçме тытăниччен мĕн пур шăтăк-çурăка, алăксене, чỹречесене, урайне юсаса пĕтермелле. Выльăх апатне те çителĕклĕ хатĕрлемелле. "Батыревский", "Малалла", "Первомайск", Ленин ячĕллĕ, "Звезда", "Красное знамя", "Исток", "Труд" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче шăпах çапла ĕçлеççĕ те. Вĕсенче юсав ĕçĕсене янкăр уяр, хĕвеллĕ, ăшă çанталăкрах пикеннĕ. Витесене шуратнă, дезинфекци тунă. Фермăри механизаци кал-кал ĕçлетĕр тесе тăрăшнă, транспортерсене юсанă. "Ăшă вите _ çур апат" тенине асрах тытаççĕ асăннă хуçалăхсенче. Апат тенĕрен, выльăхсен хĕллехи рационĕнче тутă тыттаракан тĕрлĕ йышши сĕтеклĕ апат зоотехника виçипе пăхнă чухлех пултăр тесе тăрăшаççĕ. Жмыхпа, провимипе, жомпа, шуртăмпа, тăварпа çителĕклĕ усă кураççĕ.

"Красное знамя" хуçалăхра ĕне витисен тăррине çĕнĕрен витнĕ, пĕрне тĕпрен юсаса реконструкци тунă, кивĕ кормушкăсем вырăнне ку чухнехи тỹрĕ апат сĕтелĕ (кормовой стол) хатĕрленĕ, вите тăрринчи вентиляци системине çĕнетнĕ. Кунтах çĕнĕ сĕт пăрăхĕ пулать.

 Çĕнĕлĕхсем "Звезда", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те чылай.

Анчах пур çĕрте те кăмăла çĕклекен ырă ỹкерчĕксем курма çук çав. "Гвардеец", "Родник", "Тойсинская" хуçалăхсен фермисенче хĕл çывхарни си-сĕнмест. Ку енĕпе пĕр пăта та çапман тесен те йăнăш пулмĕ. Виççĕшĕнче те шăплăх хуçаланать. Туçари ĕне ферминче эпир пынă вăхăтра виçĕ хĕрарăм тăрăшсах витери тислĕкпе таса мар шыва витресемпе трактор çине тиетчĕç. Чылайранпа тислĕк кăларакан транспортер ĕçлемест иккен кунта. Витен маччипе тăрри те шăтса пĕтнĕ, инкек-мĕн пуласран та хăрушă.

 "Чулпан" хуçалăх ертỹçи асăрхаттарусене çак кунсенчех пурнăçлама шантарчĕ.

Хĕле хатĕрленессипе тумалли вак-тĕвек ĕçсем "Колос" хуçалăхра та куç тĕлне пулчĕç: витесене шуратса дезинфекци тумалла, урайăн хăш-пĕр хăмисене улăштармалла, алăксене кăштах юсамалла.

Выльăх апачĕ тĕлĕшпе пур çĕрте те йĕркеллех темелле. Утă-улăм, сенаж, силос çителĕклех хатĕрленĕ. Пахалăхлă çеç пултăрччĕ.

Сивĕ кунсем çывхарсах пыраççĕ. Асăннă хуçалăхсен ертỹçисен çакна асра тытса, юлнă вăхăтпа усă курса туса çитереймен юсав ĕçĕсене вĕçлемелле, выльăхсене, ферма ĕçченĕсене тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тимлемелле. Ан манăр: юлнă ĕç çине юр çăвать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться