Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВУН ВИÇĔ ÇУЛТАН _ÇЕМЬЕРЕ ЫВĂЛ САССИ

 

 Аслă Чементи Тимошкинсен çемйишĕн çакă ĕмĕтленнĕ ĕмĕт, пысăк савăнăç пулнă. Пĕлтĕр çеç куçнă çĕнĕ çуртра йăх-несĕле малалла аталантарма вĕсен ывăл çуралнă. Вун виçĕ çултан алла илнĕ вĕсем Турă панă виççĕмĕш пепкене! Аслисем вара иккĕшĕ те хĕр: Эльвира 11-мĕш класра вĕренет, спортпа питĕ туслă, Лена 9-мĕш класа çỹрет. Светлана Витальевнăпа Валерий Николаевич иккĕшĕ те ĕçлĕхлĕ ашшĕ-амăшĕ. Çавăнпа та ватăсем калашле, улмисем йывăççинчен аякка ỹкмĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться