Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТĔСЛĔХЛĔ ВУЛАВĂШРА ПУСАРМА ЛАЙĂХ ĂША

 Республика ертỹçин хушăвне пурнăçласа районта чылай ырă çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртсе пыни паха. Акă, шăп та лăп икĕ çул каялла Шăнкăртамра ятарласа ачасем валли пĕрремĕш тĕслĕх вулавăш уçрĕç. Паян кунта ачасем чăнласах та хăйсене кирлине, чуна çывăххине тупма пултараççĕ. Аслă аппăш-пиччĕшĕпе пĕрле кунта чи-чи кĕçĕннисем _ шăпăрлансем те сукмак ỹкернĕ. Паян çакскерсем ытларах мультиксем пăхса, хуçлатмалли кĕнекепе ытларах киленеççĕ. Тепĕр темиçе çултан вĕсем те вулакансем пекех республика, район шайĕнчи тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса вулавăш ĕçченĕсене пулăшĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться