Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШĂНКĂРТАМСЕМ КАЛЛЕХ ПАЛĂРЧĔÇ

 

Тĕнчери ачасемпе çамрăксен В.Г.Иванов ячĕллĕ фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин чысне хỹтĕлеме Шăнкăртам вăтам шкулĕн кĕрешỹçисем те хутшăнчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе Ильнар Шамсутдинов, Риназ Садаров, Радик Васимов хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Пиçиххирен тытса кĕрешессипе пирĕн спортсменсен ăсталăхĕ тата пысăкрах пулчĕ. Акă, хăйсен виçисенче Ильнар Шамсутдинов, Ильназ Чабатов, Ильнар Тараков, Риназ Садаров пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç. Марат Купкенов иккĕмĕш вырăнта, Радик Васимовпа Эльфис Шамшетдинов _ виççĕмĕшĕнче.

Кире пуканĕ йăтса Ильнар Шамсутдинов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Шăнкăртамри "Ак Барс" спорт клубĕнче туптаççĕ çак спортсменсем хăйсен ăсталăхне.

Командăсем хушшинче пирĕн виççĕмĕш вырăн, кубока та тивĕçрĕмĕр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться