Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район уй-хирĕнче

 Çумăр çукаласах тăрать пулин те район уй-хирĕнче ĕçсем малаллах пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 1649 гектар ыраш, 3402 гектар кĕрхи тулă акнă, 300 гектар ытла çĕр улми, 85 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларнă.

Мĕн пурĕ 8000 центнер ытла çĕр улми пуçтарнă. Вăтам тухăç кашни гектартан 253 центнерпа танлашать.

"Истокра" 85 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларнă, 27 пин центнер пуçтарнă, вăтам тухăç гектар пуçне _ 320 центнер.

"Красное знамя", "Труд", "Малалла", "Батыревское", "Исток" хуçалăхсенче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче "иккĕмĕш çăкăр" тухăçĕ гектар пуçне 290, 280, 274, 378, 252 центнерпа танлашать.

5370 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться