Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РАЙОН ПУÇЛĂХĔ ĔÇ ВЕТЕРАНĔСЕНЕ САЛАМЛАНĂ

 Республикăра Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи августăн 9-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн, район пуçлăхĕ Н.Глухов районта "Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисене удостоверенисем панă, çак ятпа ăшшăн саламланă, вăрăм ĕмĕр, телей суннă. Тĕл пулура халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Г.Адикина районта ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу памалли мерăсемпе паллаштарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться