Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

КУЛЬТУРА НАРСПИЕ КУÇАРНĂ ИРÇЕ ПОЭЧĔ

 

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс вăтам шкулĕнчи музей районта чи лайăххисенчен пĕри. Вăл Анатолий Степанович Яковлев директор тăрăшнипе историллĕ материалсемпе пуянлансах пырать. Ку тĕлĕшпе шкул ачисем те пулăшу кỹреççĕ. Эпĕ те кашни каймассерен мĕн те пулин парнелетĕп.

Музей пилĕк пайран тăрать. Вĕсенчен пĕрне ирçе халăх поэтне _ Алексей Рогожина халалланă. Мĕнпе паллă-ха пирĕншĕн çак ят? Алексей Владимирович Рогожин _ пирĕн ентеш. Вăл Пăлапуç Нурăс ялĕнче, 1909 çулта лесник çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ çак ялта, ку тăрăхра иртнĕ. Чăваш çĕрĕнче çуралнă Леня (ялта ăна çапла чĕннĕ) ирçесемпе чăвашсем пурăнакан ялта мĕн пĕчĕкрен икĕ чĕлхепе калаçса ỹснĕ. Шкула çỹренĕ вăхăтрах, 14-ра чухне, сăвăсем çырма тытăннă. Малтанхи хайлавĕсем "Якстере теште" ("Хĕрлĕ çăлтăр") хаçатра 1930 çулта пичетленнĕ.

Чăвашсем хушшинче ỹссе çитĕннĕ поэт пирĕн чĕлхене лайăх чухланă. Вăл К.Ивановăн "Нарспи" поэмине ирçелле куçарса кăларнă. Поэма 1940 çулта "Сятко" ("Хĕлхем") журналăн 6-8-мĕш номерĕсенче пичетленнĕ.

Пултаруллă поэтăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра 1944 çулта пуçне хунă.

Ирçе Çармăс вăтам шкулĕн директорĕнче Пăлапуç Нурăс çынни, паллă музыкант Александр Олегович Шулаев ĕçленĕрен, унпа поэт çинчен чылайччен сăмахласа лартăмăр. Районти паллă сăвăç Станислав Степанович Филиппов амăшĕ Екатерина Васильевна та Рогожинсен çывăх тăванĕ иккен. Унăн хĕр чухнехи хушамачĕ Рогожина пулнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться