Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

КРЕДИТ ИЛЕКЕНСЕМ ЙЫШЛАНСАХ ПЫРАÇÇĔ

 "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе усă курса килти хушма хуçалăха вăйлатма, тĕреклетме банкран кредит укçа илекенсен шучĕ районта нумайлансах пырать. Акă, сăмахран, пĕлтĕр çак çăмăллăхпа 1075 хуçалăх усă курнă, 176 миллион та 715 пин тенке ĕçе кĕртнĕ. Ял халăхне патшалăх алă тăсса панă çăмăллăхпа усă куракансем кăçал та йышлă. Çулталăк пуçланнăранпа 143 миллион тенкĕ кредит укçа илнĕ. Районта паянхи кун мĕн пур хушма хуçалăхсен 15 проценчĕ наци проекчĕн программине пурнăçлать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться