Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АЧАЛЛĂ ПУЛМА МАР, ĂНА ПĂХМА ĂС КИРЛĔ

 

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче çул çитменнисен ашшĕ-амăшĕн, ачисен киревсĕр, саккунпа килĕшỹллĕ мар ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Ăна ертсе пынă май, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р.Селиванов ачасене пăхса ỹстерес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн кăтартуллă пулмаллине палăртрĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: ача-пăча ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать тесе.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем Кивĕ Ахпỹртри çамрăк хĕрарăм пирки протокол çырнă. Икĕ ача унăн. Вĕсем иккĕшĕ пĕр варта выртнă пулсан та, икĕ ашшĕнчен. Амăшĕ ачисене пĕрне интерната, тепĕрне уйрăлнă упăшкипе хăварнă та хăй аякри хулана вăрăм укçа тума кайнă. Çур çул ытла çапла лăпланса пурăннă амăшĕ. Ачисен шăпи, вĕсен пурнăçĕ те шухăшлаттарман-ши апăршана!

Туçа хĕрарăмне те комисси членĕсем Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.35 статйипе айăпланă. Ку вăл шăпах ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани паманнипе, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăманнипе çыхăннă. Паян амăшĕ çинче виçĕ ача. Вĕсенчен нихăшĕ те юнашар мар иккен. Пĕри уйрăлнă упăшки патĕнче, тепри кукамăшĕн хỹтлĕхĕнче пурăнать, виçĕмĕшĕ вĕренме кайнă. Паллă ĕнтĕ, кун пек лару-тăрура ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси пирки шутлама та йывăр. Ачисем те амăшĕн ăшшине туймаççех ĕнтĕ.

Ватăсем калашле, ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ăна пăхма ăс кирлĕ. Комиссие чĕнтернĕ Патăрьел хĕрарăмĕ, акă, эрех черккипе туслашса хăйĕн ят-сумне, хисепне пĕтерсе хунă. Аслă ачи хăйĕнпе юнашар мар-ха унăн, çапах та кĕçĕн класра вĕренекен хĕрне те шел мар-ши ăна? Апăрша, пĕрре хăйне хăй сумсăра кăларнă, тепре ачине пĕр тимлĕх те çук. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем тата ытти тивĕçлĕ органсем çемьери лару-тăрăва тĕпченĕ хыççăн, ăна амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарма ыйту тăратнă. Комисси членĕсем çак шухăша хирĕç пулмарĕç. Ачан шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн пурте пĕр саслăн пулчĕç.

Комиссинчех çул çитмен ачасем ют пурлăха вăрланине те пăхса тухрĕç. Çакă каллех ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкисене тĕрĕс çул çине тăратманнин результачĕ.

_ Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси вăл е ку ашшĕ-амăшне ачине кирлĕ пек пăхманшăн, воспитани паманшăн Кодекспа килĕшỹллĕн айăплани, штраф пани _ çемьери лару-тăрăва çăмăллатни те, лайăхлатни те мар. Чи кирли ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те çак йăнăша ăнланса тĕрĕс çул çине тăни, _ терĕ район прокурорĕ Ю.Фуражников комисси ĕçне пĕтĕмлетсе.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться