Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул-йĕр ыйтăвне çивĕчлетнĕ

 

Район администрацийĕн структура ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтанах çул-йĕр тăвас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Çак ыйтăва тĕпчес тĕллевпе вĕсем канмалли кунсенче "ДОРИСС" уçă акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕпе В.Объедковпа Ишлĕ, Первомайск, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсенче пулнă, Люля, Ульяновка, Çĕнĕ Чĕпкас ялĕсене пыракан çул çинчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех ĕçлĕ калаçура вĕсем "Первомайск-Ишлĕ" автоçула тĕпрен юсас ыйтăва та çивĕчлетнĕ.

Канашлура Ватă çынсен кунне ăнăçлă ирттерсе ярас, хутмалли сезона тĕплĕн хатĕрленес, РФ Патшалăх Думин суйлавне кирлĕ шайра йĕркелес, мăшăрлану керменне тăвассине тата ытти строительство ĕçĕсене хăвăртлатас ыйтусене те сỹтсе явнă.

Кунтах районăн демографи, криминаллă лару-тăрăвĕпе те паллашнă. Районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынине тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2007
00:00
Поделиться