Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВЕЛОСИПЕДИСТСЕМ ÇĔНТЕРỸПЕ ТАВРĂННĂ

 Иртнĕ шăматкун Шупашкарта республика Кубокне çĕнсе илессишĕн велосипедпа хăвăрт чупассипе ăмăрту пулнă. Хĕрỹ тупăшăва çĕр ытла велосипедист хутшăннă. Ăста та пултаруллă спортсменсем хушшинче Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортсменĕсем те пулнă, вăйлинчен вăйлисемпе старта тăнă. Хăйсен çулĕнчи ушкăнсенче Владислав Афанасьев, Анатолий Матвеев çĕнтерỹçĕсем пулса таврăннă. А.Раськин, Е.Григорьев, М.Филиппова, М.Емельянов _ ăмăрту призерĕсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 сентября 2007
00:00
Поделиться