Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

УРАЗА-БАЙРАМ ПУÇЛАННĂ

 Кашни халăх хăйĕн тĕн йăли-йĕркине пăхăнни паха, хаклă. Кĕçнерникун, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, мăсăльман тĕнне ĕненекенсемшĕн ураза-байрам пуçланнă. Вăл пĕр уйăха яхăн, октябрĕн 12-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак тапхăрта вĕсем хăйсен тĕн йăли-йĕркипе çылăхĕсене каçарттарас, вĕсемшĕн ỹкĕнес тĕллевпе ирхине хĕвел тухиччен тата каçхине хĕвел ансан çеç апатланаççĕ. Мечĕтпе çыхăну тытакан арçынсем вара кĕлĕсене çỹреççĕ. Калас пулать, юлашки вăхăтра аксакалсемпе пĕрлех çамрăксем те мечĕте йышлăн çỹреççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 сентября 2007
00:00
Поделиться